| 830 | Усал чечек ҫине пыл хурчӗ те лармасть. | Ырӑ — Усал |
| 831 | Усал шӑрши ҫитет вӑл ҫитмӗл ҫухрӑмра. | Ырӑ — Усал |
| 832 | Усал ыррине хӑратнӑ. | Ырӑ — Усал |
| 808 | Усал-тӗсел тулалла, ырри шалалла теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 809 | Усал-тӗселе ан парӑн тенӗ. | Ырӑ — Усал |
| 722 | Усал, кутӑн ҫын сӗкес вӑкӑр пек пӑхать. | Ырӑ — Усал |
| 833 | Усала ан асӑн — ҫылӑх пулать. | Ырӑ — Усал |
| 834 | Усала ан асӑн, усал: «Мана чӗнеҫҫӗ», — тесе шутлама пултарать. | Ырӑ — Усал |
| 835 | Усала ан ырла — шырлӑх тупӑн. | Ырӑ — Усал |
| 836 | Усала вилӗм ҫук. | Ырӑ — Усал |
| 837 | Усала ӗҫтериччен юпа шӑтӑкне яр теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 838 | Усала ирӗк парсан ҫут тӗнчене тепӗр май ҫавӑрса хурӗччӗ ҫав. | Ырӑ — Усал |
| 839 | Усала ирӗк парсан ҫӳл тӳпери хӗвеле ҫурхи шывпа юхтарса ярӗччӗ ҫав. | Ырӑ — Усал |
| 840 | Усала кашниех хӑй теллӗн вӗренет. | Ырӑ — Усал |
| 841 | Усала кӑмака ҫинче те вырӑн ҫук теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 842 | Усала ман, ыррине асра тыт. | Ырӑ — Усал |
| 843 | Усала мухтама хушман. | Ырӑ — Усал |
| 844 | Усала патак та витмест. | Ырӑ — Усал |
| 845 | Усала сиссен канӑҫлӑх пӗтет теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 846 | Усала ҫулӑхиччен этеме ер. | Ырӑ — Усал |
| 847 | Усала та аса илеҫҫӗ те, анчах ырӑпа мар. | Ырӑ — Усал |
| 848 | Усала та, ырра та пӗр чӗлхе калать. | Ырӑ — Усал |
| 849 | Усала туйса лаша та хартлатать. | Ырӑ — Усал |
| 850 | Усала Турӑ хӑявӗ туртать теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 1050 | Усала Турӑпа пӗрле кӗлтумӑн теҫҫӗ. | Турӑ — Шуйттан |
| 851 | Усала тӳртӗн пул, ырра хирӗҫ пул. | Ырӑ — Усал |
| 852 | Усала хирӗҫ — хӗрес, сыснана хирӗҫ — патак, усал ҫынна хирӗҫ ним те ҫук. | Ырӑ — Усал |
| 853 | Усала часах вӗренӗн, ыррине вӗренме часах мар. | Ырӑ — Усал |
| 854 | Усала ылханаҫҫӗ, ыррине асӑнаҫсӗ. | Ырӑ — Усал |
| 855 | Усала ырӑпа асӑнмаҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 856 | Усала ырлакан усал шутлакан. | Ырӑ — Усал |
| 857 | Усала ырлӑх тӑвиччен шырлах тӑв теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 858 | Усала ырри те усаллӑн курӑнать. | Ырӑ — Усал |
| 859 | Усалӑн алли вӑрӑм, айванӑн чӗлхи вӑрӑм. | Ырӑ — Усал |
| 860 | Усалӑн йӗрне ан пус теҫҫӗ. | Ырӑ — Усал |
| 861 | Усалӑн кӗпи тӳнтер. | Ырӑ — Усал |
| 862 | Усалӑн та пӗр начарӗпе пӗр лайӑхӗ пулать. | Ырӑ — Усал |
| 863 | Усалӑн ури саккӑр. | Ырӑ — Усал |
| 865 | Усалӑн ури улттӑ, хӳрипе ҫиччӗ. | Ырӑ — Усал |
| 864 | Усалӑн ури улттӑ. | Ырӑ — Усал |
| 866 | Усалӑн усси пур, чиперӗн чип те ҫук. | Ырӑ — Усал |
| 867 | Усалӑн хӳри саккӑр. | Ырӑ — Усал |
| 868 | Усалӑн шӑрши утмӑл ҫухрӑм сарӑлать. | Ырӑ — Усал |
| 723 | Усалӑнне хӗрӗхӗн тирне сӗвеймен тет. | Ырӑ — Усал |
| 869 | Усалккапа пурӑниччен Ӑсланккапа ҫапкаланса ҫӳре. | Ырӑ — Усал |
| 870 | Усаллипе лайӑххи утра та пур, этемре те пур. | Ырӑ — Усал |
| 871 | Усалпа калаҫма ик чӗреллӗ ҫын кирлӗ. | Ырӑ — Усал |
| 872 | Усалпа пухнӑ мул усламсӑр. | Ырӑ — Усал |
| 873 | Усалпа ҫул ҫӳренӗ чух усал урапипе чуп. | Ырӑ — Усал |
| 874 | Усалпа туслашакан хур пулнӑ, ырӑпа туслашакан пур пулнӑ. | Ырӑ — Усал |